Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ.
Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр.
Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ пысӑк ҫемьесенче. Канаш районӗн Чулкӑмака ялӗнче кун йышши ҫемьесем йышлӑ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем хисепре. Пилӗк ачана ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратасси пысӑк яваплӑх.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулкӑмакара Викторовсен йышлӑ ҫемьи валли хӑпартнӑ уйрӑм ҫурта хуҫисене парнелерӗҫ. Ҫемьере 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Кӗҫӗнни 3 ҫулта, асли нумаях пулмасть 18 тултарнӑ. Кил хуҫи «Граск» АХО-ра слесарь пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ялти «Гномик» ача сачӗнче вӑй хурать.
Кашни нумай ачаллӑ ҫемьесенни пекех Викторовсен те чи кӑткӑс ыйту — кил-ҫурт ыйтӑвӗ ялан пулнӑ. Вӗсен хӑйсен те пӳрт пур, анчах та лаптӑкӗ ҫителӗксӗр.
Ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ 67,4 тв.м., электричество, газ, шыв кӗртнӗ. Ҫурта «Нумай ачаллӑ ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн «ПМК-400» ТМЯО хӑпартса панӑ, Республика бюджетӗнчен 1 450,0 пин тенкӗ яхӑн усӑ курнӑ.
Ҫуртӑн ҫӑра уҫҫине парнелес ӗҫ-пуҫа уявласа ирттерчӗҫ. Викторовсен ҫемьине Константин Анатольевич Никоноров Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Владимир Михайлович Максимов Вӑтакас Кибеч ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Александр Егорович Ильин «ПМК-400» ТМЯО директорӗ саламларӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ.
Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, Канаш хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ.
Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ.
Нина Прокопьевна 1912 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗн Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта Шемяков Петр Егоровичпа пӗрлешсе ун патне Сиккасси салине пурӑнма куҫнӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем 9 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Нина Прокопьевна колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Паянхи кун та кинемей ҫулсене пӑхмасӑр пит варвар. РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «1941-1945 ҫҫ.. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене кил-ҫуртпа тивӗҫҫтересси пирки» (2008, 05, 07 № 714) Шемякова Нина Прокопьевнӑна 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канашра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ.
Хальлӗхе кинемей хӗрӗн ҫӗмьипе ялтах пурӑнать.
Ҫавра датӑпа саламлама Нина Прокопьевнӑна районтан пысӑк делегаци килнӗ. Канаш районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Софронов юбиляра чун-чӗререн саламларӗ, вӑл кинемее РФ Президенчӗ В. Путин ярса панӑ салам ҫырӑвне вуласа пачӗ. Сиккасси администрацийӗн тӗп специалисчӗ Л. Мурзукова саламласа парнепе пачӗ. «Салам» ансамбль хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.
Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Я. Ухсай культура керменӗнче Канаш районӗн «Канашсем» ентешлӗхӗ 18-мӗш хут пухӑнчӗ. Тӗп вырӑнта — Анатолий Кипеч (вӑл ҫак районтан, ентешлӗхӗн ертӳҫи) ҫыравҫӑ 75 ҫул тултарни пулчӗ.
Мероприятие Лидия Филипповӑпа (президиум пайташӗ) Вячеслав Оринов ертсе пычӗҫ. Сӑмах тухса калакансем шутӗнче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Анатолий Егоров, Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Клюкова, федерацин укҫа-тенкӗпе хыснан тӗрӗслев службин Чӑваш Республикинчи вырӑнти управлени ертӳҫи Нина Константинова, Патшалах канашӗн депутачӗсем, ытти районсен етлешлӗх ертӳҫисем пулчӗҫ.
Уявра юрӑ-ташӑпа Энрияль фольклор ушкӑнӗ, Канаш районӗн культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ансамбль, «Янташ» эстрада ансамблӗ (ертӳҫи — А.Никитин), культура училищин студенчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннӑ халӑхӑн кӑмалне ҫӗклерӗҫ — Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Юрий Григорьев, Елена Османова, Константин Ефремов, Валентина Смирнова тата ытти юрӑҫсем.
2012-13 вӗренӳ ҫулӗнче Асхва ачисем хӑйсен ялӗнчи шкула вӗренме ҫӳреймӗҫ, Вырӑскас Пикшиха кайма тивӗ. Ку ял Канаш–Шупашкар ҫулӑн тепӗр енче вырнаҫнӑ пулин те утмалӑх пур — пӗр ҫухрӑм.
Тӑван ялти шкула хуптарас мар тесе ҫурлан 14-мӗшӗнче Асхва пуҫламӑш шкулӗнче ял халӑхӗ пухӑнчӗ. Вӗсемпе калаҫма Канаш район администрацийен пуҫлӑхӗ Софронов В.В., унӑн ҫумӗ Егоров А.Н., укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ Поляков А.Н. тата ыттисем килнӗччӗ.
Потрбительсен прависене хӳтелекен тата ҫын ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан федераллӑ служба управленийӗн Канаш хулинчи вырӑнти начальникӗ Егоров Вячеслав Геннадьевич ӑнлантарса панӑ тӑрӑх шкула лицензи паман сӑлтавсем ҫаксем пулса тухнӑ: тамбурта ӑшӑ ҫук, потолок ҫӳллӗшӗ тивӗҫлинчен пӗчӗкрех, шкула шыв кӗртмен, ҫавӑн пекех классенче раковинӑсем ҫук иккен. Шкул картинче ҫуп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем тата вӑй-хал культурине аталантармалли лаптӑк ҫук. Шкулти сӗтел-пукана та ылмаштармалла.
Софронов В.В. сӑмахне ӗненсен шкулти лару-тӑрӑва юсама 2013 ҫул валли 500 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).
Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.
Акатуйсен тапхӑрӗ пуҫланнӑ тесен та йӑнӑш пулмӗ. Авалтан пыракан уява хальхилле чылай вырӑнсенче уявлаҫҫӗ. Республикӑн кашни районӗнче тенӗ пекех вӑл иртет. Ыран вара Акатуй — Канаш районӗнче.
Ку тӑрӑхри Акатуя Канаш районне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей шайӗнче иртекен истори ҫулталӑкне халалласа ирттереҫҫӗ. Уяв вырӑнӗ Канаш хулинче мар, юнашар ларакан Аслӑ Асхва Пикшик ялти «Урожай» стадионра.
Уява ҫитсен сире кӗтеҫҫӗ: «Ҫын ӑсталӑхӗ — халӑх пуянлӑхӗ» (халӑх ушкӑнӗсен концерчӗ); «Чун ӑшши — Канаш ен» (фотокурав); «Ҫӑкӑртан асли ҫук» (ҫакӑр-пӗремӗк куравӗ); «Канаш Ен шӑпчӑкӗсем» (ача-пӑча лапамӗ: концерт, ӑмӑрту, вӑйӑ). Паллах, вӑйӑ-ӑмӑртусӑр уяв иртмӗ, вӗсем 10 сехетре пуҫланса 16 сехетченех иртӗҫ.
Акатуя 10 сехетре уҫӗҫ. 16 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн — ҫамрӑксем валли дискотека!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |